12110 | Арӑм ахӑртать, майра макӑртать. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12111 | Арӑм ӑнсан ӑмӑрт кайӑк пулӑн, ӑнмасан халсӑр кайӑк пулӑн. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12112 | Арӑм вилсен арҫынна чӑпӑркка аври хуҫӑлнӑ пек анчах. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12113 | Арӑм вилсен тепӗри алӑк хыҫӗнчех теҫҫӗ . | Арҫын — Хӗрарӑм |
12114 | Арӑм вилсессӗн пуш аври хуҫӑлнӑ пек туйӑнать. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12115 | Арӑм илни пурлӑх пухассин пуҫламӑшӗ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12116 | Арӑм илтӗм — парӑм тупрӑм, хуньӑм туянтӑм — хуйхӑ тупрӑм. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12119 | Арӑм кӗлтунипе ҫӑтмах алӑкӗ хупӑнас ҫук. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12120 | Арӑм кӗпине тӑхӑнсан арӑм майлӑ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12121 | Арӑм парать, арӑм илет, упӑшки сисмест. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12122 | Арӑм пӑтавкки ҫӗклесси — арман чулӗ ҫӗклесси. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12123 | Арӑм пуличчен арлама та хӑнӑхас пулать. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12124 | Арӑм пулнӑ чух йӗрен кӑна, арӑм пулсан макӑрас та пулать. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12125 | Арӑм пурри лайӑх, парӑм пурри япӑх. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12126 | Арӑм пуянлӑхӗ арҫын пырне тӑрӑнать. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12127 | Арӑм саплӑк мар, сӳтсе пӑрахма ҫук. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12128 | Арӑм ҫӑпата мар, хуса утаймӑн. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12130 | Арӑм ҫи-пуҫ питӗрет, арҫын пурлӑх хатӗрлет. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12131 | Арӑм ҫук — парӑм ҫук, хуньӑм ҫук — хуйхӑм ҫук. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12132 | Арӑм ҫын вӑйӑ каласан самана йывӑрланать теҫҫӗ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12133 | Арӑм тараватлӑхӗ арӗн шӑмми-шаккине ҫу хывать. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12134 | Арӑм тӑванӗсем килсен — хирӗҫ чуп, арҫын тӑванӗсем килсен — хапха хуп. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12135 | Арӑм тени упӑшкинчен ан ирттӗр. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12136 | Арӑм тени упӑшкинчен нумай пӗлекен ан пултӑр. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12137 | Арӑм тесе хисепле, айӑп пулсан кӳсекле. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12138 | Арӑм туприпе ҫурт тӑрлаймӑн. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12140 | Арӑм упӑшкине ҫапмасть, алран ямасть. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12141 | Арӑм хыҫӗнче выртнипе хырӑм тӑранмасть. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12142 | Арӑм хыҫҫӑн кайса парӑмран тухаймӑн. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12143 | Арӑм чӳлмек мар, хӗненипех ванас ҫук. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12144 | Арӑм ыр япала пулсан Турӑ та тахҫанах авланмалла. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12129 | Арӑм: «Ҫемье пуҫӗ — упӑшка, арӑмӗ — мӑй, ӑҫталла пӑрас тетӗп, ҫавӑнталла пӑратӑп». | Арҫын — Хӗрарӑм |
12146 | Арӑма — кӑмака умӗ, арҫынна — ака-суха. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12145 | Арӑма ар чарни — пурнӑҫ илемӗ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12147 | Арӑма парас — сахал, аннене парас — нумай. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12148 | Арӑма упӑшка патакки тытса чуптӑвиччен тет. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12149 | Арӑма хытӑ тытмалла. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12150 | Арӑмӗ ал пусса пырать, упӑшки пичет ҫапса пырать теҫҫӗ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12151 | Арӑмӗ вилсен арҫын алӑсӑр юлать теҫҫӗ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12153 | Арӑмӗ ҫамрӑк, упӑшки ватӑ — ача ҫине ача; арӑмӗ ватӑ, упӑшки ҫамрӑк — патак ҫине патак. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12154 | Арӑмӗ тӗнӗрен тухса каять, упӑшки алӑкран тухса каять. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12155 | Арӑмӗ юратман апата упӑшки те ҫисе кураймасть. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12156 | Арӑмӗ яка пулсан упӑшки шатраллӑ пулать теҫҫӗ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12157 | Арӑмӗнчен вӑтаннӑ — ача-пӑча курайман тет; упӑшкинчен вӑтаннӑ — кӑмакари тыррине милкӗ вырӑнне хӑй кӗрсе шӑлнӑ тет; упӑшкине хӗрхеннӗ — сак чӗлсе ҫутнӑ тет. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12158 | Арӑмӗпе упӑшки вӑрҫаҫҫӗ, пурпӗр пӗрле выртаҫҫӗ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12159 | Арӑмӗпе упӑшки пӗр чӗлхе. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12160 | Арӑмӗпе упӑшки хирӗҫни — шывпа хӑйӑр пӑтранни. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12161 | Арӑмӗпе упӑшки хушшинчи ӗҫе Турӑ та пӗлсе пӗтереймен. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12162 | Арӑмлӑ ҫыннӑн парӑм нумай. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12163 | Арӑмна итле те хӑвӑнне ту. | Арҫын — Хӗрарӑм |